Старосёлка сали (выр. Старосёлка) — Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районне кӗрекен ял. Опытнӑй ял тӑрӑхӗн йышне кӗрет.
Кӗҫӗн Ҫавал юханшывӗн сулахай ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫитме — 41 км, район тӗпне (Ҫӗрпӳ) ҫитме — 4 км, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫитме — 10 км.
Истори тӑрӑх кунта пурӑнакансем — вырӑссем, 1861 ҫулччен — Литоминсен, Рамсковсен, Селивановсен, Хрипуновсен, Рылеевсен, Лазаревсен, Колбецкийсен, Матюнинсен помещик хресченӗсем пулнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫӑнӑх авӑтакан шыв арманӗ ӗҫленӗ. 1930 ҫулта «Правда» колхоз йӗркеленнӗ. 1930-мӗш ҫулсенче тулли мар вӑтам шкул ӗҫленӗ.
Администрациллӗ пайлану тӗлӗшпе XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Ҫӗрпӳ уесӗнчи Ҫӗрпӳ вулӑсне кӗнӗ, 1927 ҫултанпа — Ҫӗрпӳ районӗн йышӗнче пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра чӑвашсем, тутарсем тата ыттисем пурӑнаҫҫӗ.
2010 ҫулта «Колос» ФГУП ӗҫленӗ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 